2012 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер тата культура тытӑмӗнче палӑрнисене Трак енре Н. Янкас ячӗллӗ премие парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Кашни ырӑ япала, талант хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе кайнӑ ҫул литературӑпа ӳнер тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти литература ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, хавхалантарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир. Пулас лауреатсене ӗҫ коллективӗсенче тишкереҫҫӗ, пӗрлӗх канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса пӗтӗмлетме сӗнеҫҫӗ.
Материалсем кӗтетпӗр. Правлени Красноармейски район администрацийӗн ҫурчӗн 107-мӗш пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ.
Трак енрен композиторсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑра ҫӗршер-пиншер юрӑ парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри, чӑн та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май манӑҫа тухса пырать ӗнтӗ. Чылайӑшне вара уйрӑм юрӑҫсемпе пултарулӑх коллективӗсем паян кун та манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Юрӑсене хывнӑ хӑш-пӗр композиторсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та, вӗсен хайлавӗсем вилмеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, концертсенче тӑтӑшах янӑраҫҫӗ.
Акӑ Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Красноармейски ялӗнче кун кунланӑ Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусӗ, композитор пурӑннӑ пулсан кӑҫал 85 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, унӑн чӗри икӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче истори учителӗн дипломне алла илсе 40 ҫул ытла ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тесе вӑй хунӑ М. И. Ильин. Ҫавӑншӑн ӑна «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.
Обществӑлла ӗҫрен те аякра тӑман Михаил Ильич. 30 ҫул ытла пропагандист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫав хушӑрах районти тӗп больницӑпа «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн хорӗсене ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Красноармейски районӗнчи Ӳсӗк ялӗн вулавӑшӗнче «Ӑслисемпе тӑнлисем» (вырӑсла «Умники и умницы» вӑйӑ евӗр) ӑс-тӑн вӑййине ирттерчӗҫ, ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа «Пӑтранчӑк вӑхӑт. Тӑван ҫӗршывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫи» ят пачӗҫ.
Тупӑшӑва 8-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ, хӑйсен ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне вӗсен 2 тапхӑрта палӑртмалла пулчӗ. Чи малтанхи — «Алфавит» тупсӑмне тупасси, иккӗмӗш — ыйтусем ҫине факсемпе ҫирӗплетсе хуравласси.
Чи маттуррисене суйланӑ хыҫҫӑн ачасем хӗрлӗ, сарӑ тата симӗс сукмаксем ҫине тухрӗҫ. Тупӑшура Ирина Ришко ҫӗнтерчӗ! Саламлатпӑр!
Чӳкӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗн тӑван ен культурипе халӑх сӑмахлӑхӗн пӳлӗмӗнче «Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗнче хушма пӗлӳ илекен тата чӑваш поэзине кӑмӑллакан ачасемпе Николай Янгер сӑвӑҫ тӗлпулу ирттерчӗ. Сӑлтавӗ те пысӑк. Ентеш поэтӑмӑр ҫак кунсенче 70 ҫулхи уявне паллӑ турӗ. Чи малтанах юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен районти централизациленӗ вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ С.А.Гурьева каласа кӑтартрӗ, хӑйӗн сӑмахне поэта халалланӑ мультимедиллӗ слайдсемпе пуянлатрӗ. Сӑвӑҫ вара презентаципе килӗшӳллӗн хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ.
Юпа уйӑхӗнче пултаруллӑ ҫыравҫӑ Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ сӗннипе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат урлӑ районти шкул ачисем хушшинче хӑй ячӗллӗ ҫамрӑк сӑвӑҫсен литература конкурсне йӗркелерӗ. Ӑмӑртӑва 20 сӑвӑҫӑн 50 ытла хайлавне тӑратнӑ. Тӗлпулура Николай Ершов ҫак конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе те паллаштарчӗ. Сӑвӑҫ ячӗллӗ Премие (500 тенкӗ) Красноармейски шкулӗн 9-б класӗнче вӗренекен Александра Яковлева илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ӑна Н.Янгер ҫакна ҫирӗплетсе Диплом парса чысларӗ.
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
2011 ҫул Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ тапхӑр пулчӗ. Иртсе кайнӑ ҫулталӑка пирӗн сумлӑ ентешӗмӗре, Мӑн Шетмӗре ҫуралса ӳснӗ пӗртен пӗр Совет Союзӗн Паттӑрне Владимир Васильевич Васильева халалларӗҫ. Ҫак паллӑ датӑна хисеп туса паллӑ журналист, Трак енри таврапӗлӳҫӗсен обществин ертӳҫи, ЧР халӑх академикӗ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячӗллӗ премисен лауреачӗ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлӑ кӗнекене вулакан патне ҫитерчӗ. Ку авторӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки пулчӗ.
Вулакана пӗлме. В.В. Васильев 1911 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Васильевич хӑйӗн кун-ҫулӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн малашнехи шӑпине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ татса панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе В. Васильев паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Одер юханшывӗ хӗрринчи тытса илнӗ плацдарма хӳтӗлесе пирӗн ентеш чылай фашиста тӗп тунӑ. Нумай хутчен аманнӑ пулин те, палӑртнӑ позицирен пӗр хутчен те чакман. Хӑйӗн калама ҫук паттӑр вилӗмӗпе вуншар салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
Юпан 11-мӗшӗнче РФ Журналистсен Союзӗн пайташӗ, Красноармейски районӗн Н.Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн активлӑ ӗҫченӗ, Н.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Николай Гаврилович Ершов (Янгер) сӑвӑҫ 70 ҫул тултарать. Мухтавлӑ ентешӗмӗре сума суса районти Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ районти шкулсенчи ҫамрӑк сӑвӑҫсен конкурсне ирттерме палӑртрӗ. Вӑл авӑнӑн 15-мӗшӗпе юпан 15-мӗшӗччен пырать. Унта сӑвӑ ҫырма кӑмӑллакансем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса хатӗрленӗ материалсене чи малтан шкулсенчи литература кружокӗсенче пӑхса тухаҫҫӗ. Кӑтартусене Н.Ершов ячӗллӗ конкурса хатӗрленсе ирттерекен ятарлӑ комисси пӗтӗмлетет.
Сӑвӑсене Красноармейски районӗн хаҫат редакцине ҫитермелле. Чи лайӑххисене «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра вырӑн параҫҫӗ.
Конкурсра малтанхи виҫӗ вырӑн йышӑннисене Николай Ершов хӑй ячӗллӗ дипломпа тата премипе чыслать.
СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Дагестан ӳнерӗн тава тивеҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗн, нумай орден кавалерӗн, кӗскен каласан — Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Филипп Миронович Лукин композиторӑн сумлӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсене яланах асра тытас, ҫамрӑк ӑрӑва ентешӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса пурнӑҫ ҫул-йӗрне суйласа илме пулӑшас тӗллевпе Красноармейски район администрацийӗ 2013 ҫула Филип Лукин ҫулӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗркелӳ комитечӗ Филипп Миронович ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленсе тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Кӗҫех Ф.Лукин ҫуралнӑ ялти музее тӗпрен юсама, унӑн ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпейлеме тытӑнӗҫ. Аякран килекен хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе Чатукасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта пурӑнакансемпе темиҫе хут тӗл пулнӑ, хӑйсен ҫурчӗсене, пахчисене, хуралтӑсене тасатма калаҫса татӑлнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та айккинче юлман, Филипп Лукинӑн музейне тӗрлӗ экспонат парнеленӗ.
Пирӗн ентеш — Яманакӑн пултаруллӑ арӗ — Эдисон Патмар кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра нумаях пулмасть унӑн 140-мӗш кӗнеки 1500 экземпляр тиражпа пичетленсе тухрӗ. Иккӗмӗш авторӗ — ашшӗ — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухассипе палӑрнӑ Иван Анисимович Патмар.
Сӑмах май, ҫак ӗҫ — Патмарсен пуххинчи 10 томлӑ халӑх сӑмахлӑхӗн 7-мӗш томӗ. 228 страницӑран тӑракан илемлӗ те хытӑ хуплашкаллӑ кӗнекен умсӑмахӗнче ку тома чӑваш арҫынӗсене халалланине асӑннӑ. Хайлавсенче салтакӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Урӑхла пулма та пултараймасть, мӗншӗн тесен Эдисон Иванович хӑй те салтак пӑттине тутаннӑ, 20 ҫул ытла ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Ашшӗ — Иван Анисимович вара — иртнӗ хаяр вӑрҫа хутшӑннӑ, старшина, тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хут — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, «Паттӑрлӑхшӑн», «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» тата ытти медальсене тивӗҫнӗ. «Эх, мӑнтарӑн, нушалантӑн, ҫавах ырӑ пулаймарӑн, хӑв ятна сыхлаймарӑн...» пая шӑпах унӑн асаилӗвӗсене кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.